Ниме бюджечĕ ялсемпе хуласен сăнне тĕпрен улăштарма май парать. Палăртса хăварар, халăх пуçарăвне регионти министерствăсем çирĕп тĕрев параççĕ.
Кăçал Ял хуçалăх министерстви енĕпе Канаш тăрăхĕнчи ял-салара 92 проекта пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Çавăн пекех Канаш хулинчи виçĕ проекта хута яма Строительство министерстви те пулăшĕ. Паллах, вырăнта пурăнакансем хăйсем те айккинче юлмĕç, укçа-тенкĕн пĕр пайне вĕсен хăйсен пуçтарса памалла пулĕ.