Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче пурăнакан Анатолий Иванович Чернов 85 çул тултарчĕ.
Хăйĕн çавра çуралнă кунне хисеплĕ ватă сиплев çуртĕнче кĕтсе илчĕ. Юбиляра больницăна пырса Канаш тăрăхĕнчи сусăрсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анатолий Семенов, Раççейри ДОСААФăн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Викентий Владимиров тата Çĕнĕ Чалкассинчи ветерансен канашĕн ертÿçи Ольга Терентьева саламларĕç.
Анатолий Иванович 1967 çулта хăйсен ялĕнчи Клавдия Якимовнапа çемье çавăрнă. Хăй мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Родина» колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Мăшăрĕ ĕмĕр тăршшпех култура тытăмĕнче вăй хунă.
Килĕшÿллĕ те туслă мăшăр савăнăçа та, хуйха-суйха та 58 çул пĕрле пайлать. Вĕсем пĕрне-пĕри упраса пурнăç çулĕпе тивĕçлĕ утаççĕ. Пурнăçра мĕн тумаллине пурне те тунă. Мăшăр виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Тăватă ачине аслă пĕлÿ илме пулăшнă.
Аслă хĕрĕ Наташа техникум пĕтернĕ. Хă-йĕн çемйипе ялта пурăнать. Вова Мурманск хулинче карапсем юсакан заводра директор пулăшуçи пулса ĕçлет. Таньăпа Алена университет вĕренсе пĕтернĕ, учительсем. Валера ял хуçалăх институчĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, нумай çул район администрацийĕнче тăрăшрĕ. Халĕ Канаш тăрăхне ертсе пырать. Пурте вĕсем _ юратнă аннесем, аттесем.
Хальхи вăхăтра Клавдия Якимовнăпа Анатолий Иванович вун виçĕ мăнукĕпе, мăнукĕсен ултă ачипе савăнса пурăнаççĕ.
Ольга ТЕРЕНТЬЕВА
Çĕнĕ Чалкасси ялĕ