Вторник, 18 марта, 2025
Главная > Публикации > Хурçă трактор çине утланса

Хурçă трактор çине утланса

Нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕнчи ветерансен канашĕ иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата курăмлă çитĕнÿ- сене палăртса хăварнă. Çав енĕпе пысăк тÿпе хывнă маттур çынсене Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă. Вĕсен йышĕнче Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан Мария Павловна Родионова ?Васильева/ та пур.

Ăна ырăпа палăртса хăварма сăлтавĕ те пулнă, вăл темиçе кун каялла хăйĕн черетлĕ çавра çуралнă кунне паллă тунă.

Çитмĕл çул каялла Уйкас ялĕнче çуралса çунатланнă çынна хĕрĕ Настя тата ывăлĕ Коля, Клим мăнукĕ, кÿршисемпе тăванĕсем, малтан пĕрле ĕçленĕ юлташĕсен пĕр ушкăнĕ саламланă. Халĕ те малтанхи пекех хастар пулма ырлăх-сывлăх суннă, пурнăçри малтанхи самантсене тепĕр хут ырăпа аса илнĕ.

1969 çулта Мария Мăкăрти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, 1972 çулта Шăхасан салинчи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ.

Вăл шкул хыççăн малалла вĕренме каяс темен, тÿрех Канашри чăх-чĕп фабрикине ĕçе выр- наçнă. Унтах хитре каччăпа паллашса çемье çавăрнă.

Чун савнийĕ – Валерий Поликарпович, çак фабрикăрах токарь ĕçĕсене тулли кăмăлпа пурнăçласа пынă.

_ Эпĕ те техникăна питĕ юрат-нă, чăх-чĕп пăхакан ĕçре сакăр çул тăрăшнă хыççăн, ывăлпа декретра чухне, 1978 çулта механизатор профессине алла илтĕм. Яланах лайăх ĕçлеме тăрăшнă. Хамăн юратнă ĕçе мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех те алăран ямарăм, _ тет юбиляр.

Ывăлĕ Коля та, ашшĕ пекех, чăх-чĕп фабрикинче токарь, слесарь, сварщик ĕçĕсене 25 çул хушши пурнăçласа пынă.

Асрах, пĕр вăхăт хушши фабрика хăйĕн ĕçне «йăвашлатрĕ», унта ĕçлекен çынсем те хăйсен ĕç çулĕсене ытти организацисенче тăсрĕç. Николай Валерьевича пурнăç кукри чукун çул çине илсе çитернĕ, вăл халĕ те çав ĕçрех тăрăшать.

Настя, халĕ ĕнтĕ вăл Анастасия Валерьевна, Шăхасанти полици уйрăмĕнче вăй хурать.

Паянхи кун Мария Павловна тивĕçлĕ кунура. Вăл Асхва тăрăхĕн хисеплĕ çынни.

_ Çапла, эпĕ виçĕ созывра Асхва ял Совечĕн депутачĕ пулнă. Малтан эпир чăх-чĕп фабрикин общежитийĕнче пурăннă, 1987 çулта Вырăскас Пикших ялне пурăнма куçнă. Пÿрт çумĕнче 7 сотăй çĕр пур, терĕр 25 сотойĕ _ уйра. Унта çĕр улми, кăшман лартса ÿстеретпĕр. Кил-çурт çумĕнче вара _ пахча-çимĕç, тĕрлĕ сортлă чечек.

Çак тăрăхра хăйĕн телейне тупнă Мария Павловна картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп усрать.

_ Мана хама уйрăмах кĕлчечек, пион, астра, георгин чечекĕ- сем килĕшеççĕ, _ тет юбиляр. _ Хаçат-журналпа та туслă эпĕ. Çулсеренех «Канаш ен», «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ» çырăнса илетĕп. Тепĕр чухне тĕлĕкре тракторпа çÿрени те пулать.

Юрий Никитин,

обществолла корреспондент

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *