Хӗл – ҫулталӑкри чи хаваслӑ тапхӑрсенчен пӗри. Юрпа вылянӑ чухне, ҫунашкасемпе, конькипе, йӗлтӗрпе тата сноубордпа ярӑннӑ чухне мӗн чухлӗ кӑмӑллӑ туйӑм илме пулать! Анчах кирек мӗнле савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра та асӑрхануллӑ пулмалла. Хӗллехи йӑпанусем ачасемшӗн хӑрушӑ ан пулччӑр тесен вӗсене ытларах тимлӗх уӑрмалла, асӑрхамасӑр хӑвармалла мар. Ачасем хӗлле ӑҫта вылянине аслисен тӗрӗслесех тӑмалла.
Ҫунашкапа е йӗлтӗрпе ярӑнса анмалли айлӑм, кирек мӗнле пулсан та, ҫулран аякра, патаксемпе йывӑҫ тымарӗсенчен таса пулмалла. Шывсем патне ҫывӑха пымалла мар. Конькипе ятарласа хатӗрленӗ вырӑнсенче е катокра ярӑнсан авантарах. Кашни ачан, куҫа хупса ярӑннӑ чухне кӳршӗпе е йывӑҫпа тӗл пулма пултарнине, ҫунашкасемпе тата йӗлтӗрсемпе аялалла ҫурӑмпа анни хӑрушӑ пулнине ӑнланса илмелле. Хӗллехи тепӗр вӑйӑ – юрпа выляни, ку вӑйӑ куҫа сиен кӳме пултарать, ҫавӑнпа та аслисен ачана питрен юр лекесрен асӑрхаттармалла.
Шуҫлак ҫул (гололед) та нумай шӑмӑ хуҫӑкен сӑлтавӗ пулма пултарать. Ачана шуҫлак урам тӑрӑх ҫӳреме вӗрентӗр: васкамасӑр утмалла, хӑвӑрт хусканусенчен пӑрӑнмалла, яланах ура айне пӑхмалла. Урасене кӑшт вӑйсӑрлантармалла, чӗркуҫҫисем кӑштах хутланмалла, кӗлеткен кӑшт малалла тайӑлмалла ун чух. Шуҫлак ҫул ҫинче алӑсене кӗсьене чикме хӑрушӑ, ӳкнӗ чухне вӗсене туртса кӑларма вӑхӑт та пулмӗ, ӳкни е пуҫ кисренни (сотрясение головы) патне те илсе пыма пултарать. Картлашкасем те ҫав тери пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ хӗлле. Май килнӗ таран вӗсенчен пӑрӑнӑр, май ҫук пулсан, пусма тӑрӑх аннӑ чухне урана картлашкан тӑрӑхӗпе пусса анӑр.
Хӗлле ҫул ҫинче транспортпа пулакан хӑрушлӑх шучӗ те ӳссе пырать. Ача час-часах машина ҫывхарса килнине курсан та каҫса кайса ӗлкерессе шанать. Анчах яка ҫул ҫинче водителе машинӑна чарма йывӑр. Ҫул-йӗр правилисене ялан пӑхӑнмалла, васкамалла мар.
Тӑм илтерни (обморожение) – хӗллен тата тепӗр анлӑ сарӑлнӑ хӑрушлӑхӗ. Вӑл сывлӑш температури чаксан ҫеҫ мар, нультен те ҫӳлерех, уйрӑмах юр ҫунӑ вӑхӑтра, нӳрлӗ ҫанталӑкра, нӳрӗ тумтир е тӑвӑр атӑ-пушмакпа ҫӳренӗ вӑхӑтра та пулма пултарать. Пуринчен ытла ал-ура пӳрнисене, пит ҫӑмартисене, сӑмсана тата хӑлхасене тӑм илет. Тӑм илни час-часах сисӗнмесӗрех, ыратмасӑр пуҫланать, ҫавӑнпа та ачан пит тӗсне, туйӑмлӑхне тӗрӗслемелле, ал-ура пӳрнисене пӗрмаях хускатмалла.
Инкек-синкекрен сыхланас тесен ачана уҫӑлса ҫӳреме тӗрӗс тумлантарӑр: шарф, шыва тӗкекен материалтан ҫӗленӗ ҫӗлӗк, алсиш, шыв яман атӑ-пушмак кирлӗ. Питне ача кремӗпе хӳтӗлемелле.
Хӗлле инкексен шутне «ҫыпӑҫса ларасси» те хушӑнать. Сивӗре тимӗр конструкцисене чӗлхепе ҫулама, йӗпе алӑсемпе сӗртӗнме юраманни ҫинчен ачана тӗплӗн ӑнлантарса пама тӑрӑшӑр.
Хисеплӗ ашшӗпе амӑшӗ! Хӗл кунӗсенче эсир шыв объекчӗсем ҫывӑхӗнче пурӑнатӑр пулсан, ачасене тӗрӗслесе тӑрас ӗҫе вӑйлатӑр. Пӑр ҫинчи хӑрушлӑхсем ҫинчен каласа парӑр. Температура улшӑнса тӑнипе пӑр айне путнипе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсен шучӗ ӳсет. Шӑнса ларнӑ шыва кӗрсе ӳксен хӑтӑлмалли майсемпе хӑйсене мӗнле тытмалли тӗп правилӑсене пӗлмелле:
- пӗрремӗш пӑр ҫинче ярӑнма юрамасть! ҫамрӑк пӑр ҫӳхе, ҫирӗп мар, ҫын йывӑрӑшне тӳсеймест;
- унӑн ҫирӗплӗхӗ паллӑ мар пулсан ҫырантан пӑр ҫине чупса тухма хӑрушӑ;
- пӑра урапа тапса тӗрӗслемелле мар, шыв тӗпне анса кайма пулать; — аслисемсӗр пӑр ҫине тухма юрамасть.
Хӗлле савӑнӑҫ ҫеҫ кӳтӗр! Васкавлӑ служба номерӗ: 112.
Лидия ПАТШИНА,
ача-пӑча врачӗ