Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра мигрантсене хăш-пĕр тытăмра ĕçлеме чаракан хушăва алă пуснă.
Кăçал ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ют çĕршыв-ран килнисен таксире, общество транспортĕн- че ĕçлеме юрамĕ. Çакă миграци йĕркисене пăснă тĕслĕхсене чакарма тата вырăнти çынсене ĕçе вырнаçма май туса парĕ.
Ку чару Казахстан, Армени, Беларуç тата Раççейре ĕçлеме ирĕк илнĕ пысăк квалификациллĕ специалистсене пырса тивмест.