Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Шкул автобусĕсем  килнĕ

Шкул автобусĕсем  килнĕ

Чăваш Ене çĕнĕ 12 шкул автобусĕ илсе килнĕ. Вĕсенчен 9-ĕшне туянма укçа-тенкĕ-пе федераци бюджечĕ тивĕçтернĕ, 3-ĕшне республика шучĕпе туяннă.

Автобуссене Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне тăрăхĕсене ăсатнă. Шкул автобусне çавăн пекех Шупашкарти тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен центрне те панă.

Çĕнĕ автобуссене ГЛОНАСС системипе, хăрушсăрлăх пиçихийĕсемпе тивĕçтернĕ. Унта çавăн пекех ятарлă маяк та пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *