Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Экомаршрутсем пулĕç

Экомаршрутсем пулĕç

Çĕрпÿ тăрăхне килекен туристсем сă- вăрсен пурнăçне сăнама пултарĕç. Халĕ унти заказникра экологи маршручĕсене палăртаççĕ.

Чĕрчунсене чăрмав кÿмесĕр сăнама вышкăсем лартасшăн, вăрттăн пăхмалли вырăнсем йĕркелесшĕн. Ку тăрăха сăвăрсене 1988 çулта тискер чĕрчунсен тĕнчине пуянлатас тĕллевпе килсе янă. Йыш чакса пынăран заказник тунă.

Сăвăрсем нумай çывăраççĕ. Çу кунĕсем вĕçленсен йăвисене кĕреççĕ те çуркуннечченех ыйха тăсаççĕ. Çавăнпа сăвăрсене курас тесен вĕсен пурнăç йĕркине лайăх пĕлмелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *