Пуш уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Шупашкарти «МТВ» суту-илÿ центрĕнче «Çĕр улми» курав иртĕ. Куравăн хăйĕн талисманĕ пулĕ, халĕ ун валли шăпах ят шыраççĕ.
Паянхи куна «Щĕрулмишка», «Картуша» тата «Булда-Бадди» ятсем пур. Анчах курав йĕркелÿçисем кунпа кăна çырлахасшăн мар, ятсене тата та сĕнме калаççĕ. Сĕнÿсене Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствин «ВКонтакте» ушкăнĕнче йышăнаççĕ. Унта «Картофан», «Картошечка Фиона», «Умкка», «Корней», «Умик», «Парангик», «Пататоша», «Картошка», «Уммашка» тата ытти ятсем çитнĕ.