Çак кунсенче Зинаида Васильевна Иванова 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл _ выльăх тухтăрĕ, чылай çул хушши «Гвардеец» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕрен чир-чĕртен сыхласа вĕсене сыватас ĕçре тăрăшса ĕçленĕ.
Зинаида Васильевна Çатăрка-Çырминче çуралса ÿснĕ. Çитĕнсен çав ялах качча тухнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ те çав ялтах пурăнать.
_ Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă, _ тет вăл хăй çинчен.
Вăл Василий Иванович Ивановпа Ирина Федоровна Федорова çемйинче пĕртен-пĕр хĕр пулнă. Хĕрупраçăн ашшĕ 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман, тан мар пĕр хĕрÿ çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Амăшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва кайи- ччен тăван хуçалăхри уй-хир бригадинче тăрăшса ĕçленĕ, 78 çула кайсан, 1988 çулта çĕре кĕнĕ.
Вĕсен çемйинче тăватă ача çуралнă: анчах та малтанхи виçĕ ачи пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă, Зина _ чи кĕçĕнни пулнă.
Зина 1953 çулта Вăтапуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Тăван ялти выльăх-чĕрлĕх фермине ĕçе вырнаçнă. 1962 çулта Патăрьелĕнчи пĕр çул вĕренмелли кĕçĕн выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕсен тата осеменаторсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалиста «Мотор» колхозăн Аслă Маминчи сурăх, ĕне, сысна фермисене ĕçлеме янă.
1964 çулта хăй çуралса ÿснĕ ялти хÿхĕм каччăпа, Михаил Ивановичпа çемье çавăрсан, Çатăрка-Çырминчи выльăх-чĕрлĕх фермисен пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлама тытăннă.
_ 1969 çулта, Вăтапуçĕнче çĕнĕ фермăсене хута ярсан, нумай выльăх-чĕр- лĕхе, вăл шутран ăратлă сысна амисене Вăтапуçне куçарса кайрĕç. Ун чухне эпир çамрăк выльăх-чĕрлĕхе ырă-сывă самăртас ĕçре тăрăшса ĕçлерĕмĕр, _ ăшшăн аса илет Зинаида Васильевна. _ Вăл вăхăтра мана Канаш район Советне икĕ созыв суйласа депутат ĕçĕсене пурнăçласа пыма шанчĕç. 1974 çулхи çурла уйăхĕнче Вăтапуçĕнчи ветеринари участокне санитаркăна ĕçлеме куçрăм.
Ку ĕçре Зинаида Васильевна 1991 çулччен,17 çула яхăн тăрăшса ĕçленĕ.
Ун хыççăн, мĕн тивĕçлĕ канăва кайи- ччен, кайран тата тепĕр икĕ çул ытла «Гвардеец» ял хуçалăх кооперативĕнчи выльăх-чĕрлĕх ферминче тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн икĕ медаль илме тивĕçлĕ пулнă.
Зинаида Васильевнăна ялта тивĕçлипех хисеплеççĕ. Упăшкипе, Михаил Ивановичпа ?1941-2014/, вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Асли, Евгений, – афганец. Çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйĕн юратнă ĕçĕпех Канаш хулинче ĕçлет, çемйипе Кайăкьялĕнче пурăнать. Елена Канашри финанс техникумĕн дипломне алла илнĕ, кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн- чен вĕренсе тухнă. Халĕ Канашра налук службинче вăй хурать. Кĕçĕнни Татьяна та аппăшĕн çулĕпех кайнă, вăл та финанс техникумĕпе çав университетрах ăс пухнă. Халĕ тăван ялĕнчен Канаш хулине ĕçе çÿрет.
Зинаида Васильевнăн тăватă мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук. Вăл «Пенсионер», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «ЗОЖ», «Канаш ен», «Ай! Болит;» хаçатсем çырăнса илет, тĕрлĕрен темăсемпе çырнă кĕнекесемпе те туслă. Зинаида Васильевна халĕ те хастар, Таня хĕрĕпе пурăнать. Мăнукĕсем ăна юратаççĕ, тăтăшах килсе çÿреççĕ. Хуçалăхра вĕсем ĕне те, чăх-чĕп те тытаççĕ.
Юбилей ячĕпе сире, хисеплĕ Зинаида Васильевна.
Юрий НИКИТИН, обществолла корреспондент