Понедельник, 14 сентября, 2026
Главная > Публикации > АПК ветеранĕсемпе тĕл пулнă

АПК ветеранĕсемпе тĕл пулнă


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри АПК ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Унăн ĕçне çавăн пекех регионти ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев хутшăннă.
Чăваш Енри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Самылкин аграри отраслĕн- че ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хастарсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче мероприятие хутшăннисем ял хуçалăх отраслĕнчи чăрмавлă лару-тăрăва сÿтсе явнă тата çавăн пекех вĕсене татса памалли çул-йĕре шыранă. Регион ертÿçи Олег Николаев ветерансене пурнăçри хастарлăха çирĕп тытса пынăшăн тата ырă сĕнÿ-канаш панишĕн тав тунă. АПК ветеранĕ- сем хăйсен енчен Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева аграри ветеранĕсен юхăмĕнче хастарлăхпа палăрнăшăн «За заслуги» медаль парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *