Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта Дмитрий Моисеевăн «Хуçасăр çуртри сехет сасси» кăларăмне пахаларĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2024 çул вĕçĕнче тухнăччĕ. Раштав уйăхĕн- че Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче унăн хăтлавĕ те пулнăччĕ. Ун чухне çĕнĕ кĕнеке уявне И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем йышлăн пухăннăччĕ. Хальхинче Чăваш Наци вулавăшне Дмитрий Андреевича саламлама поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем пуçтарăнчĕç.
«Паянхи пурнăç кăларса тăратакан çивĕч ыйтусем тавра кирек кам та шухăшласа çÿрет. Эпĕ те çавăн пекех. Журналист пулнă май хурлăхлă, йывăр шăпаллă çынсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçма тивет. Массăллă информаци хатĕрĕсенче те тĕрлĕ инкек-синкек çинчен вуласа пĕлетпĕр. Çыракан çыннăн чунĕнче, ăсĕнче хайлав çырмалли материал пухăнсах пырать. Тăвăлса çитсен вара ларатăн та çыратăн, пĕр пуçласан хăй тĕллĕн тенĕ пекех таçтан шалтан тапса тухать», – терĕ Дмитрий Андреевич пултарулăх çăлкуçĕпе паллаштарнă май. Ачалăхра, çамрăклăхра хăçан та пулин кĕнеке кăларăп тесе шухăшламан иккен вăл. Пурнăç хăех ăна литература çулĕ çине ертсе тухнă. «Ют пахчари хăмла çырли» ятлă пĕрремĕш кăларăмне вулакан юратса йышăннăччĕ, вăл «Литературăллă Чăваш ен: çулталăк кĕнеки-2022» фестиваль-конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Акă варкăшçăсем иккĕмĕшне тишкереççĕ, хăйсен шухăшĕсене ирĕклĕн пĕлтереççĕ, тавлашса та илеççĕ. Çакă мар-и чăн телей çыраканшăн; Унăн произведенийĕсем вулакансене калаçтараççĕ, савăнтараççĕ, тен, вĕчĕрхентереççĕ, ăнланманлăх çуратаççĕ. Эппин, вĕсем пушă мар, шухăша яраканскерсем.
Кăларăм редакторĕ Ольга Иванова алçырупа еплерех ĕçлени çинчен каласа пачĕ, уйрăм калавсем çинче чарăнса тăчĕ.
Сильва Казакова корректор тата редактор вăрăм предложенисем илемлĕ хайлав тĕнчине тÿрех туртса кĕрсе кайнине асăнчĕ. «Сăнарсемпе пĕрле пурăнатăн. Вĕсем чирлесен, йывăрлăха кĕрсе ÿксен пĕрле “чирлетĕн”, сывалма ĕмĕтленетĕн, часрах йăлт йĕркеленсе кайтăрччĕ тетĕн. Пулăмсен авăрне пуçĕпех кĕрсе каятăн. Сюжетсене пурнăçран илни туйăнать», – терĕ вăл.
Елена Кудрявцева вĕрентекене автор калавсенче тĕлĕксемпе усă курни килĕшнĕ. Ку мелпе прозаик темиçе хайлавра та усă курнă-мĕн.
Алина Ильина журналист та Дмитрий Моисеевăн произведенийĕсене киленсе вуланă. Çак киленĕве тăсас килнипех вăл васкамасăр, кунсерен пĕрер хайлав тенĕ пек, тишкернĕ. Тутлă шоколада хыпса çăтма тăхтаса тăнă евĕр кашни калав техĕмне туйса вуланă Алина Ивановна. Малалла мĕн пулнине пĕлес килни те палăртнă йĕркерен пăрса ярайман ăна.
«Дмитрий Моисеев литературăра хăйĕн вырăнне тупрĕ темелле. Хăй курнине, илтнине чун витĕр кăларса, илемлĕ хайлав калăпласа пире, вулакансене, савăнтарать. Пĕрремĕш кĕнекине юратса вуланă пекех, иккĕмĕшне те тулли кăмăлпа алла тытрăм. Ку кăларăм малтанхинчен чылай хулăнрах пулин те, ман тата ытларах вулас килчĕ. Хăш-пĕр калава вăрăмлатма май пур. Сăнарсен кун-çулĕ малалла мĕнле йĕркеленнине питĕ пĕлес килет. Тен, автор вĕсен шăпи еплерех килсе тухнине пуласлăхра çутатса парĕ», – терĕ Ольга Васильева прозаик.
«Ырă хыпар» журнал редакторĕ Вера Савельева Дмитрий Моисеевăн пултарулăхĕпе кăсăклансах тăнине пĕлтерчĕ. Прозаикăн калавĕсем асăннă журналта пĕрре мар кун çути курнă-мĕн.
«Кĕнеке кăларас ĕç çав тери йывăр пулнине эпир айккинчен çеç пăхса тăратпăр. Дмитрий Андреевича çав тери илемлĕ, пуян шухăшлă калав пуххи кăларнă ятпа саламлатăп, малашне тата пысăкрах калăпăшлă хайлавсем çырма ăнăçу сунатăп. Унăн произведенийĕсен паха енĕ – вулакана шухăшлаттарма пултарни, вăл е ку лару-тăрура эпĕ мĕн тăвăттăм-ши тесе пуç ватма хистени», – терĕ «Пирĕн сăмах» хаçат редакторĕ Ольга Калитова.
Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕ Эвелина Малеева «Хуçасăр çуртри сехет сасси» паянхи çамрăксен пурнăçне сăнласа паракан кĕнеке пулнине, унпа тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ чухне усă курма аваннине палăртрĕ. Яш-кĕрĕме шухăшлаттаракан çивĕч ыйтусене хускатнă-çке автор.
Алексей Зотиков тележурналист кĕ- некене тĕплĕн вуласа тухнă кăна мар, тĕлпулăва çырса хатĕрленсе килнĕ. Хăйне кăсăклантарнă, пăшăрхантарнă самантсем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ вăл. «Питбайкер йыхравĕн-чи» тĕп сăнарăн хăтланкаларăшне ниепле те ăнланайман, йышăнайман А. Зотиков. Лайăх вĕренекен ачах пач шухăшламасăр тенĕ пек йĕркесĕр ĕç туни çырлахтарайман ăна. Паллах, унпа пурте килĕшеймерĕç. Кашни вулаканăн хăйĕн шухăшĕ-çке.
Тĕлпулу вĕçĕнче Дмитрий Андреевич пурне те вăхăт тупса кĕнеке уявне килнĕшĕн тав турĕ. «Пурнăçра чи хакли вăл – вăхăт. Эпĕ яланах вулаканăн вăхăтне перекетлеме тăрăшатăп», – терĕ. «Ют пахчари хăмла çырли» кĕнеке хăтлавĕнче хăнисене çырлаллă пирожнăйсемпе хăналанăччĕ вăл, хальхинче вара пылак çимĕçсене сехет циферблачĕсемпе илемлетнĕ. Вĕсене статья çырма кăна мар, пĕçерме те ăста Ольга Калитова хатĕр- ленĕ.
Çапларах иртрĕ кăрлач уйăхĕнчи ăшă та кăмăллă пĕр каç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем