Чăваш Наци библиотекинче кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпе хурса уçнă курав ĕçлет. Нумаях пулмасть унпа республикăри шкулсенче вĕренекенсем паллашнă.
Курава пынисем поэтăмăрăн çăмăл мар ачалăхĕ çинчен пĕлнĕ, çав вăхăтрах Мишша сăвă çырма кăна мар, илемлĕ ÿкерме те, тăмран тĕрлĕрен кÿлепе ăсталама пĕлнине те ăша хывнă.
Экскурсие ачасем валли вулавăш ĕçченĕ Антонина Андреева йĕркелесе ирттернĕ.