Наркомани _ хăрушă чир. Унăн серепине пĕрре çаклансан _ хăтăлма йывăр. Çавăнпа çамрăксемпе шкулсенче тăтăшах профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ. Тĕлпулăва специалистсене те йыхравлаççĕ.
Шăхасан шкулĕнче районти тĕп больницăн наркологĕ Ириада Павлова пулнă. Вăл аслă класра вĕренкенсене наркотиксен сиенĕ çинчен каласа панă. Çамрăклах эрех-сăрапа туслашни те ырри патне илсе çитерес çуккине пĕлтернĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни вара çутă малашлăх никĕсĕ пулнине палăртнă.