Етĕрне тăрăхĕнче Михаил Белов ашшĕпе пĕрле вăрманта Сăр хÿтĕлев чиккин пĕр пайне тупнă. Вăл _ пулемĕт калпакĕ.
Ăна вĕсем çĕр ăшĕнчен чавса кăларнă. Нумай çул выртнăскере йывăç тымарĕсем явса илнĕ. Çĕр ăшĕнчен кăларсан ăна тăвалла сĕ- терме тивнĕ.
Беловсем пулемĕт калпакне çĕнетесшĕн, Çĕтерÿ кунĕ тĕлне Сăр юхан шывĕ хĕрринче окоп чавнă çынсене халалласа мемориал тăвасшăн.

