Шупашкарта пурăнакан 68 çулти арçын Муркаш тăрăхне пулă тытма кайсан путса вилнĕ. Инкек иртнĕ шăматкун ирхине пулнă.
Арçын пулă тытнă чухне пăр айне анса кайнă, анчах та çăлăнайман. Унăн виллине вырăнти çынсем туртса кăларнă.
Çакă çулталăк пуçланнăранпа çын шывра путса вилнĕ пĕрремĕш тĕслĕх.