Çар техникине тăшман куçĕнчен пытарма пулăшакан хатĕрсем çыхакан Чăваш Енри тĕп чатра тĕрлĕ ушкăн ĕçĕпе паллашма пулать. Вĕсем пурте пысăк туслă çемьери пек ырми-канми тăрăшса паттăр Раççей салтакĕсене фронтра тăшмана çĕнтерме пулăшаççĕ.
Çак пархатарлă ĕçе тăрăшса пурнăçлакан ушкăнсем хушшинче Канаш тăрăхĕн-чи Кăшнаруй ялĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа йĕркеленнĕ волонтерсен юхăмĕ уйрăмах палăрса тăрать. Вăл Константин аттепе унăн мăшăрĕ Оксана Олеговна Никонорова тăрăшнипе йĕркеленнĕ.
_ Çапла, чăн та вĕсем тăрăшнипе йĕркеленчĕ, _ тет çак пархатарлă ĕçе мĕн пуçланнăранпах хастар хутшăнакан Елена Николаевна. – Халĕ пирĕн ĕç питĕ кал-кал пырать. Малтан Константин аттепе Оксана Олеговна Шупашкарти Новомученниксен чиркĕвне ятарласа кайса килнĕ, çак ырă ĕçе пуçарса, пурнăçласа пыма унта ĕçлекенсем вĕсене пил панă. Çавăн пекех çак ĕçе мĕнле пурнăçласа пымалли вăрттăнлăхсене алла илме темиçе кун вĕрентнĕ.
Ку ĕçре спан тĕсĕ пĕлтерĕш- лĕ вырăн йышăнать. Çавăнпа Луганск, Донецк, Запорожье, Херсон тăрăхĕсенчи ÿсен-тăрана, йывăçсене, симĕс калчана, сăрт-тăва, шыв-шура аса илтерекен хăюсем кирлĕ. Çакăн пек ула-чăла сеткăсем çар техникине тăшман куçĕнчен пытарма пулăшаççĕ. Ку ĕçе эпир 2023 çултанпа тытса пыратпăр. Паянхи кун тĕлне 230 тетел çыхрăмăр тата паттăр салтаксене тăшман куçĕнчен пытарма пулăшакан 150 ытла шлем-калпак ăсталарăмăр. Тепĕр хут палăртса хăварам, кашни регионăн хăйĕн уйрăм тĕс, çакна уйрăмах шута илмелле.
_ Нумаях пулмасть, чÿк уйăхĕнче, пирĕн ушкăн чатне пулăшу ыйтса çыру килнĕ, _ Елена Павлова сăмах кус- тăрмине малалла кустарать, _ Унта Белгород тăрăхĕн- чен Тăван çĕршыва тăшмантан сыхлакансем ешĕл калча тĕслĕ тетел кирлине пĕлтернĕ. Ытти ушкăнсен пĕрин те çакăн пек тĕслĕ спан пулман. Телее, çуллахи тĕссем пирĕн упранса юлнă. Эпир вара пĕр кун хушшинче виçĕ тетел çыхса салтаксем патне ăсатрăмăр.
Çак ĕçри хастар çынсене те асăнса хăварас килет: Надя Михайлова «Правда» хуçалăхра уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшса ĕçленĕ, Вера Константинова Шупашкар хулинчи пĕр заводра, унтан диспетчерта вăй хунă, Нэля Прокопьева Кăшнаруйĕнчи почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă, ветерансен канашĕн членĕ, Елена Павлова малтан «Правда» хуçалăхра, кайран Канашри ПАТП уйрăмĕнчи аслă бухгалтер ĕçĕсене тулли кăмăлпа пурнăçласа пынă, Ĕç ветеранĕ, Ольга Васильева вĕрентекен, Ĕç ветеранĕ, Валентина Якимова ветврач, Ĕç ветеранĕ. Лиза Николаева ача-пăча садикĕнче тăрăшнă.
Çавăн пекех Елена Яковлева, Надежда Терентьева, Светлана Григорьева, Арина Васильева, Мария Николаева, Лиза Иванова, Галина Прокопьева тата ыттисен хастарлăхне палăртса хăварас килет.
Елена Геннадьевна Шакова таврари паллă педагог, вăл шкул ачисене хими, биологи урокĕсене юратма вĕрентнĕ, ял совечĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă, ялта краеведенипе истори музейне йĕркеленĕ. Малтан экспонатсене райпо лавкки пулнă çурта вырнаçтарнă, кайран ялти Культура çуртĕнчи колхоз правленийĕ пулнă пÿлĕме куçарнă. Елена Шакова çак ĕçре те хастар пулнă, укçа-тенкĕпе те пулăшнă.
Укçа-тенкĕпе пулăшнă тенĕрен, çак ĕçре вĕсем ял çыннисенчен малтан 167 пин тенкĕ пухнă, кайран та икĕ хутчен вăтăршар пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Çак курăмлă ĕçе йĕркелесе яраканансен тÿпи пысăк паллах.
Кăшнаруй ялĕ пысăк ял мар, унта пурте тăвансем, юлташсем, ырă тăвас текен пĕр шухăшлă çынсем пурăнаççĕ. Çавна май пурне те ырăпа асăнса хăварас килет:
Мускав хулинче пурăнакан Иван Никифоров, вăл Тимирязев академийĕнче ĕçлет, Полина Мартьянова юрăçăн хĕрĕ Марианна Константинова нумай пулăшнă. Шупашкар хулинче пурăнса тăван ялта час-часах пулакан Зоя Васильева тата ыттисем те яла çитнĕ-çитмен çак пархатарлă ĕçе кÿлĕнеççĕ.
Вера Владимировна Афанасьева укçа-тенкĕпе пулăшнине те палăртса хăварсан аван, вăл _ усламçă.
_ Тата пире курса хамăрăн мăнуксем те пирĕнпе танах хачăпа хăюсене касаççĕ, çыхаççĕ, айккисене курăк пек илемлĕ йĕркелеççĕ, _ савăнса калаçăва хутшăнаççĕ малтан тимлĕ итлесе ĕç тунă пултаруллă та тăрăшуллă ĕçтешсем. _ Пирĕн патăмăрта юлашки вăхăтра ялта пурăннă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Силпи тăтăшах пулатчĕ, вăл хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштаратчĕ. Нумаях пулмасть вăл пирĕн-тен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. ?Унăн сăввисемпе Чă-ваш Енри паллă композиторсем икçĕре яхăн юрă хывнă/.
Нина Дмитриева _ ялти фельдшер. Вăл волонтерсем патне ятарласа юн пусăмне виçме çÿрет, кирлĕ эмелсемпе хăех тивĕçтерет.
Алина Михайлова çинчен уйрăмах чарăнса тăрас килет, вăл сусăр, калаçаймасть, хăлхи те йĕркеллĕ илтмест унăн.
_ Ун пек хăвăрт тата илемлĕ çыхаканни те çук пулĕ пирĕн хушăра. Хăш-пĕр чухне Оксана Олеговнăпа иккĕшĕ ăмăртса хăвăрт та илемлĕ умри ĕçе пурнăçлаççĕ, _ теççĕ пĕрле ĕçлекенсем.
«Кăшт каннă хушăра чей ĕçетпĕр, тутлă кулинари çимĕçĕсене тутанатпăр. Çав хушăра вулавăшпа çыхăннă библиотека хуçи Оксана Олеговна паттăрлăх урокĕ-сем, тĕрлĕрен çынсемпе тĕл пулусем, поэзи, литература сехечĕсем, çĕнĕ кĕнеке тишкерĕвĕсем ирттерет.
Ялтан Тăван çĕршыва хÿтĕ- леме кайнă салтаксем те пур. Вĕсем отпуска килсен ытти салтаксем валли чăлха-алсиш, пылак çимĕç, окоп çуртисем, тăхăнмалли япаласем парса янă. Елена Николаевнăпа пĕрле ĕçленĕ Юмансар ялĕнче пурăнакан Валентина бухгалтер пыл парса янă, уншăн питĕ пысăк тав! – теççĕ волонтерсем.
Вĕсем тата манпа пĕр класра вĕреннĕ Алексей Якимова шутсăр ырлаççĕ. Юлташăм, ĕçе çăмăллатма, ĕлĕкхи пир тĕртнĕ чух усă курмалли хултăрчăран хăю çавăрмалли станок ăсталанă. Вăл лентăна шпулька пек çавăрттарать.
_ Алăпа çавăрса ларнинчен хăвăртрах та пулать. Сетка шăтăкĕнчен çăмăллăн тухать, алăран тухса ÿкмест, _ пĕлтереççĕ ĕçтешсем.
«Кĕмĕл волонтерсене» çак пархатарлă ĕçе пурнăçласа пыма Константин атте те нумай пулăшса пырать. Вăл яла кирлĕ хатĕрсем кÿрсе килет, çыхнă тетелсене Шупашкара леçсе парать.
Нумаях пулмасть вырăнти çар комиссарĕ Евгений Семенов Кăшнаруйĕнчи тетел çыханансен ушкăнне Тав çырăвĕ парса чысланă. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан çынсене çакăн пек хисеп туни вĕсене малалла та тата çĕнĕ вăйпа ĕçлеме хавхалантарать.
Юрий НИКИТИН,
обществолла
корреспондент

