Мускавран тапранакан «Волжский Вояж» туризм пуйăсĕн маршрутне палăртнă. Вăл чи малтан Шупашкар хулинче чарăнĕ.
Пирвайхи рейса ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртнă. Тĕп хулара çулçÿревçĕсене Трактор историйĕн музейĕнче хапăл пулĕç. Чă-ваш патшалăх академи драма театрĕ вара хамăр халăхăн туй йĕркипе паллаштарĕ.
Унтан пуйăс Мари Республикине çул тытĕ, маршрут Чулхулара вĕçленĕ.
Хамăр инф.