Иртнĕ шăматкун, нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртнĕ.
Ăна Чăваш Енре 2005 çултан тытăнса çулсеренех йĕркелеççĕ. Канашри округра пурăнакансем хула паркне пуçтарăннă. Старта ватти-вĕт-ти тата ăста спортсменсем те тухнă.
Палăртса хăварар, кăçал йĕлтĕр- çĕсен массăллă ăмăртăвне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Спорт уявне пуçтарăннисене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă, çăмăл старт тата илемлĕ финиш суннă.
Йĕлтĕр сырнă хастарсен хушшинче 86 çулти Лира Семенова та пулнă. Вăл Атнаш ялĕнче пурăнать, спорт мероприятийĕсене çулсеренех хастар хутшăнать.