Сунарçăсен ăсталăхне ÿстерес тата вăйлă спортсменсен ушкăнĕсене тупса палăртас тĕллев- пе Чăваш Енре çулсеренех биатлон йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть çакнашкал ăмăрту Елчĕк тăрăхĕнче иртнĕ. Ăна Раççейри Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçин çулталăкне халаллнă.
Биатлонта старта Раççейри ытти ăста сунарçăсемпе пĕрле канашсем те тухнă. Ăмăртура пирĕн ентешсем _ Алексей Григорьев, Дмитрий Кузьмин тата Владимир Терентье виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Вĕсене кашнине чĕрĕ кăвакал тата инструментсен наборĕ парса чысланă. Владимир Терентьева, ăмăрту йĕркелÿçисем, «Аслă ÿсĕмри сунарçă» номинацире те палăртса хăварнă.
Ыран вĕсем Канаш тăрăхĕнче иртекен сунарçăсен биатлонĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕç.