Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ çывхарнă май вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене медальсем парса чыслама тытăнчĕç.
Мăкăр ялĕнче çав тери ĕçчен те кăмăллă Агнесса Ивановна Иванова тата Елизавета Харитоновна Герасимова пурăнаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те 10-мĕш теçетке çинче пыраççĕ.
Умра _ Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ. Уяв умĕн çак сумлă ветерансене Раççей Президенчĕн хушăвĕпе кăларнă юбилей медалĕсене Чакаç ял территорийĕн тĕп специалисчĕ Надежда Николаева тата культура ĕçченĕ Вероника Иванова пачĕç.
Агнесса Ивановна ĕмĕр тăршшĕпех вĕрентекен пулса ĕçленĕ, пуçламăш класс ачисене 41 çул ытла пĕлÿ панă. Елизавета Харитоновна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Канаш» колхозра вăй хунă.
Палăртса хăварар, Агнесса Иванова 1929 çулта Вăрмар районне кĕрекен Аслăчак ялĕнче кун çути курнă. Елизавета Герасимова 1931 çулта Канаш райо- нĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралнă.
«Ĕмĕр ĕмĕрлеме çăмăлах пулмарĕ», _ куççулĕ- сене шăлса каласа параççĕ вĕсем. Мăшăрĕсенчен те çамрăклах тăлăха тăрса юлнă, хура-шурне те нумай тÿссе ирттернĕ. Хисеплĕ ватăсем паян кун та çирĕп тăнлă. Çĕршыври тата тĕнчери лару-тĕрупа кăсăк- лансах тăраççĕ.
Хаклă Агнесса Ивановна тата Елизавета Харитоновна, сирĕн çумăрта яланах ырă та шанчăклă çынсем пулччăр. Сывлăхпа çÿрĕр, хăвăра упрăр. Вăрăм кун-çул, иксĕлми вăй-хал, телей тата канлĕ ватлăх сунатпăр!
Вероника ИВАНОВА