Чăваш Енре çулсеренех «Хавал» университет хăйĕн ĕçне пуçăнать. Кăçал вăл утă уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен ĕçлĕ.
Унта çынсене чăваш чĕлхине вĕренме, тăван халăхăмăрăн пуян еткерлĕхĕпе кĕске вăхăтра туллин тата тĕрлĕ енлĕн паллашма май туса параççĕ.
Кăçал «Хавал» çуллахи университет «Мечта» санаторире ĕçлĕ. Вăл Шупашкар хулинчен инçех мар вырнçанă. Унта чăваш чĕлхипе кăсăкланакансене пурне те хапăл туса кĕтеççĕ.