Мускавра пĕтĕм халăхсем хушшинчи «ПродЭкспо _ 2025» апат-çимĕç куравĕ иртнĕ. Унта хăйсен продукцийĕпе 36 çĕршывран килнĕ икĕ пине яхăн компани паллаштарнă.
Чăваш Енрен асăннă курава вунна яхăн предприти хутшăннă. Çак йышра Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи ял хуçалăх продукцине тирпейлекен кооператив та пулнă. Пирĕн ентешсем Мускава пыл, ялти цехра туса кăларнă кваспа пылак шывсем тата чей илсе кайнă. Куравра чăвашсен апат-çимĕçне пысăк хак панă.