Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ

Чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ

Мускав хулинче чăваш чĕлхине вĕренмелли курс уçăлнă. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн Полномочиллĕ представительствинче вырнаçнă.

Чăваш чĕлхине вĕренме тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ профессири çынсем килеççĕ. Малтанхи занятисенче вĕсем чăваш алфавитне, уйрăм сăмахсене калама вĕренеççĕ, вуласа та пăхаççĕ.

Курс çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ăна вĕç-леннĕ хыççăн малалла тăсас шанăç та пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *