Канаш хулинчи 7-мĕш шкулта психолог пулса ĕçлекен Наталия Матвеева Пĕтĕм Раççейри класс ертÿçисен форумĕн элчи пулса тăнă. Пултаруллă вĕрентекен çак тивĕçе епле майпа çĕнсе илни çинчен каласа кăтартать:
«Класс ертÿçисен форумĕ пирĕн çĕршывра 2021 çултанпа иртет. Ăна Çут ĕç министерстви Раççей Президенчĕн хушăвĕпе йĕркелесе янă. Форум шкулта ачасемпе ĕçлекен хастарсене хăйĕн тавра çулсеренех йышлăн пуçтарать.
Унта вĕрентекенсем шкулсенче паянхи кун сиксе тухакан чăрмавлă ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Форумăн тĕрлĕ лапамĕнче вĕсене татса памалли тухăçлă мелсем шыраççĕ тата ачасене воспитани парас ĕçре психологи çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Эпĕ çак форума пĕрре мар хутшăннă, анчах та участник евĕр. Халĕ ĕнтĕ унăн элчи пулса тăтăм. Посол тетпĕр. Çак тĕллевпе малтан видеовизитка ÿкертĕм, хам пурнăçласа пыракан ĕçсене анкетăра палăртрăм тата умри тĕллевсене уçăмлатакан ĕç планне туса хатĕрлерĕм. Унтан регионти учительсен пĕрлешĕвне аталантарса пыракан амбассадорсен йышне кĕнине пĕлтĕм. Çĕршывĕпе эпир халĕ _ 87-ччĕн. Хама шаннă тивĕçе пысăк хавхаланупа пуçăнма хатĕр».