Кăçал Канаш тăрăхĕнче икĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнă. Вĕсем Кăшнаруй тата Çĕнĕ Мами ялĕсенче пулĕç.
Çÿлерех асăннă икĕ ялта пилĕкçĕре яхăн çын пурăнань. Çĕнĕ ФАПсенче хальхи йышши медицина оборудованийĕ вырнаçтарĕç, эмелсене упрамалли ятарлă пÿлĕм пулĕ. Сиплев çуртне сусăрсене çăмăллăн кĕрсе çÿремелли пандуссем те туса парĕç.
Халĕ Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан энергетика ĕçĕн сумлă ветеранне Михаил ИВАНОВА вырăнти лару-тăрупа паллаштарать:
«Ача вăхăтĕнче чирлесен, эпĕ хам 1948 çулта çуралнă, мана анне ялти тухтăр патне _ Маюк аппасен килне илсе каятчĕ. Унăн пÿрчĕ пысăках пулман, шалта типтерлĕччĕ.
1959 çулта, колхоз правленийĕ пулнă çуртра тухтăра ял çыннисене сиплеме хăмаран çапса уйрăм пÿлĕм туса панăччĕ. Каярахпа пирĕн тăрăхра «Цивиль» колхоз йĕркеленчĕ. Асăннă хуçалăх вăйĕпе Маюк аппасене хирĕç, çул урлă, виçĕ пÿлĕмлĕ щитовой çурт турĕç, йĕри-тавралла кирпĕч купаласа çавăрчĕç.
Çулсем иртнĕ май медпункт тăррине витнĕ шифер та юрăхсăра тухма пуçларĕ. Катек ялĕнчен ĕçлеме çÿрекен Марина Григорьева фельдшер тăрăшнипе тата ял халăхĕ укçа пуçтарса панипе строительство хатĕрĕсем туянтăмăр. Ниме вăйĕпе çурт тăррине çĕнетрĕмĕр тата çавăн пекех унăн никĕсне те çирĕп- летме пултартăмăр.
Паллă ĕнтĕ, кивĕ кĕпене темĕн тĕрлĕ сапласан та вăл ăшă тытаяс çук. Хĕл кунĕсенче медпункта сипленме пырсан унта палăрмаллах сивĕччĕ. Канаш тăрăхĕн тата Шăхасанти тĕп больницăн ертÿçисем тăрăшнипе кăçал Çĕнĕ Мами ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума йышăнине пĕлтĕмĕр. Çакăншăн эпир пурте хытă хĕпĕртерĕмĕр, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакансене тав тăватпăр тата ăнăçу сунатпăр!»