Воскресенье, 23 марта, 2025
Главная > Публикации > Ĕç тупма пулăшаççĕ

Ĕç тупма пулăшаççĕ

Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çумĕнче хĕрарăмсен клубĕ ĕçлет. Вăл ĕç шыракан тĕрлĕ ÿсĕмри пикесене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать.

Нумаях пулмасть тĕллевлĕ клубăн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне 11 çын хутшăннă. Психолог Ирина Макарова кашнинпе тренинг йĕркеленĕ, нейрографика меслетне тĕпе хурса хĕрăмсен пулас професси туртăмне шыраса тупнă. Çитес ларура карьера консултанчĕсем хĕрарăмсемпе шăпах çак уйрăмлăхсене шута илсе ĕçлĕç.

Пĕлме, иртнĕ çулта хĕрарăмсен клубĕ пĕтĕмпе тăхăр лару ирттернĕ. Вĕсен ĕçне 125 çын хутшăннă. 110-шĕ çăмăллăнах ĕç тупма пултарнă. Çак йышран 35-шĕ хушма професси пĕлĕвĕ илнĕ, 8-шĕ хăйсен ĕçне пуçарса янă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *