Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Ашшĕ-амăшĕ экзамен тытнă

Ашшĕ-амăшĕ экзамен тытнă

Шкултан вĕренсе тухакан ачасен ашшĕ- амăшĕ пĕрлехи патшалăх экзаменне тытма пултарнă.

Пĕлÿ çурчĕпе тĕрлĕ çулта сыв пуллашнă Канаш енĕн ĕнерхи выпускникĕсем çак тĕллевпе Шăхасана пуçтарăннă. Вĕсем шкулта хăйсен пĕлĕвне математика предметĕнче тĕрĕслесе пăхнă. Çак йышра Оксана Качанова та пулнă. Оксана Валерьевна экзамен мĕнле иртни çинчен каласа парать:

_ Кăçал шкултан манăн аслă хĕрĕм _ Мария вĕренсе тухать. Ашшĕ-амăшĕ валли, мероприяти йĕркелÿçисем, математика предмечĕн база шайĕнчи кĕске вариантне хатĕрленĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма эпир унта йышлăн хутшăнтăмăр. Тĕрĕслев заданийĕсене пурте тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларăмăр. Ачасене, маларах тĕплĕн хатĕрленсе каймасассăн, экзамента чăнласах та йывăр пулассине хамăр çинче туйса илтĕмĕр. Çакнашкал йывăрлăха кĕрсе ÿкес-рен шкултан вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ репетитор патне çÿрет. Çав вăхăтрах интернетри видеоуроксене тишкерсе хăйсем тĕллĕн хатĕрленекенсем те пур. Шкулта, ачасем, вĕрентекенпе пĕрле иртнĕ çулсенче экзамента пулнă вариантсене те тĕплĕн пăхса тухаççĕ. Яваплă вăхăтра пăлханнине сирме çамрăксене шкулти психологсем ырă сĕнÿ-канаш параççĕ. Ачасене хамăр енчен те пур ĕнлĕн пулăшса пыма тăрăшатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *