Кану кунĕсенче сунарçăсем Канаш тăрăхне биатлона пуçтарăннă. Ăмăртăва яланхиллех Упа кÿлли хĕрринче йĕркеленĕ. Пăшал çакса биатлон дистанцине парăнтарнă хастарсен йышĕнче Алексей Григорьев та пулнă. Вĕсен ушкăнĕ финиша иккĕмĕш çитнĕ. Алексей Михайлович ăмăрту мĕнле иртни çинчен каласа парать:
_ Сунарçăсен ăсталăхне ÿстерес тата вăйлă спортсменсен ушкăнĕсене тупса палăртас тĕллевпе пирĕн çĕршывра çулсеренех биатлон йĕркелеççĕ. Шăматкун çакнашкал ăмăрту Канаш тăрăхĕнче те иртрĕ. Кăçалхипе ăна 11-мĕш хут йĕркелерĕç.
Хальхинче биатлона хутшăнма 12 команда кăмăл турĕ, вĕсенчен пĕри хĕрарăмсен ушкăнĕ пулчĕ. Виççĕшне Канаш ен сунарçисем йĕркелерĕç. Раççейри ытти ăста сунарçăсемпе пĕрле эпир те старта тухрăмăр. Манпа пĕрле пĕр ушкăнра Дмитрий Кузьмин, Владимир Терентье тата Николай Андреев тупăшрĕç. Эпир сунарçăсен биатлонĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр.
Тата çакна палăртса хăварас килет. Эрне маларах сунарçăсен биатлонĕ Елчĕк тăрăхĕн-че иртрĕ. Унтан эпир виççĕмĕш вырăнпа таврăнтăмăр.