Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Информаци кунĕ иртнĕ

Информаци кунĕ иртнĕ

Юнкун Канаш тăрăхĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информушкăн хастарĕсем çынсемпе тĕл пулса яланхиллех пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва сÿт- се явнă.

Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Канашри чăх-чĕп фабрикинче пулнă. Унта тăрăшакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕн тĕп енĕсемпе паллаштарнă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне уçăмлатнă, усламçăсене тивекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕнче йĕркелесе ирттерме палăртнă мероприятисене те пысăк тимлĕх уйăрнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *