Воскресенье, 8 ноября, 2026
Главная > Публикации > Калча мĕнле хĕл каçнине çуркунне кăна кăтартса парĕ

Калча мĕнле хĕл каçнине çуркунне кăна кăтартса парĕ

Кăçалхи хĕл варри ăшă тата çумăрлă пулчĕ. Çакнашкал çанталăк маларах çума ĕлкернĕ юр сийне палăрмаллах çÿхетрĕ. Шап-шурă уй-хире тем самантра ула тĕс çапрĕ, кĕрхисен анисем çинче ешĕл калча курăнма пуçларĕ. Халĕ çанталăк тепĕр хутчен сивĕтрĕ, ăшă «утиялсăр» юлнă кĕрхи культурăсем хăйсене еплерех туяççĕ-ши; Çакăн çинчен Раççей ял хуçалăх центрĕн Канаш  тăрăхĕнчи уйрăмĕн агрономĕ Марина Алексеева каласа парать:

_ Канаш енри ял хуçалăх ĕçченĕсем иртнĕ çулта кĕрхисене 6 пин ытла гектар çинче акса хăварнă. Вĕсен уйĕсем «Канмашпа» «Канаш-Агро» ял хуçалăх предприятийĕсенче тата  Протасов фермер хуçалăхĕнче пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Хĕл варринче калча сийĕ юрсăр юлни çĕр ĕçченĕсене, паллах, пăшăрхантарать. Çавна май эпир калчасен сывлăхне тĕрĕслесех тăратпăр. Уя тухса ятарлă тĕрĕслев ирттеретпĕр, ешĕл хунавсене кăларса килсе лабораторире тĕпчетпĕр. Паянхи кун çанталăк кĕрхисене еплерех япăх витĕм кÿнине татăклăн татса калама çук, калча мĕнле хĕл каçнине çуркунне кăна кăтартса парĕ.

Анчах та сăтăрçăсем çинчен пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Хĕл ăшă пулнипе çĕр сийĕ кăçал тарăн шăнман, çавна май тĕрлĕ-рен хурт-кăпшанкă çăмарти ăнăçлă хĕл каçĕ. Çут çанталăкăн меллĕ саманчĕ çитсен вĕсем тăрук ĕрчесе каяс хăрушлăх пур. Çакă пулас тухăçа пысăк сиен кÿрĕ. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене ÿсен- тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем çинчен чылай маларах шутласа хума ыйтатăп. Уйсене çуркунне çитсен тăтăшах сăнаса тăма, сăтăрçă хурт-кăпшанкă пуррине асăрхасан çийĕнчех ятарлă мерăсем йышăнма чĕнсе калатăп. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *