Афганистанран Совет çарĕсене илсе тухнăранпа кăçал 36 çул çитрĕ. Асăннă пулăма халалласа тата çирĕплетнĕ йăлана пăхăнса Мăкăрта вĕри точкăсенче çапăçнă салтаксене асăнса лартнă стелла умĕнче астăвăм митенгĕ иртрĕ.
Пухăннисен умĕнче Афганистан çĕрĕ çинчи çапăçăва хутшăннă ентеш Виталий Григорьев ?Чакаç ялĕ/ сăмах илчĕ, çапăçу вăхăтĕнчи самантсене каласа пачĕ. Чакаçри вăтам шкулта пĕлÿ илекенсем литературăпа музыка композицийĕ хатĕрленĕ пулнă. Çамрăк ăру вулакан сăвăсем мероприятие хутшăнакан кашни çыннăн кăмăлне хускатса, ентешсен паттăрлăхне куç умне кăларма пултарчĕç.
Унтан Леонид Михайлов тухса калаçрĕ, ентешсене çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе вăй хунăшăн тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çамрăксене спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ. Афганистан çĕрĕ çинче паттăрла пуçне хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнтăмăр.
Паттăр салтаксене хисеп туса стелла умне чĕрĕ чечексем тата ачасем хăйсен аллипе хатĕрлесе килнĕ венок хутăмăр. Чакаçри вăтам шкулта вĕрентекен пулса ĕçлекен Светлана Лукьяновнăна пысăк тав. Çĕр çине килнĕ кашни çын уйрăмах паянхи кун мирлĕ тÿ- пешĕн çунать.
Асăннă мероприяти çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Мероприятие хутшăннисене пурне те пысăк тав.
Вероника ИВАНОВА