Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче вĕренекен студентсем регион шайĕнчи професси ăсталăхĕн конкурсне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Çавна май унта пулас сварщиксем хушшинче тупăшу йĕркеленĕ.
Конкурс заданине пурнăçлама пуçăниччен, кашнинпе, ĕç хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли инструктаж туса ирттернĕ. Унтан çамрăк ăстасем детальсене сварка вăйĕпе шăратса çыпăçтарма тытăннă. Чемпионатра вĕсен çак ĕçе горизонт йĕрĕпе тата аялтан çÿлелле е çÿлтен ялалла çÿллĕ шайра туса кăтартмалла пулнă. Çавна май кашни конкурсант палăртнă ĕç патне пысăк яваплăхпа пынă. Виççĕмĕш курсра вĕренекенсен тимĕр çинчи çĕвви чи çирĕппи тата илемли пулнă.
Тÿресем техникум чысне професси ăсталăхĕн конкурсĕнче Андрей Александров, Александр Иванов тата Рустам Дедов хÿтĕлеме хатĕр пулнине палăртнă. Регион шайĕнчи тупăшура ăстасене лайăх кăтарту тума ăнăçу сунатпăр.