Чăваш çамрăкĕсем Хура тинĕсе тата унăн таврашне тасатас ĕçе хутшăнаççĕ.
Краснодар тăрăхĕнчи шыва мазут юхса тухнă вырăна Чăваш патшалăх университечĕн 10 студенчĕ тухса кайнă.
Анапара вĕсем тинĕс хĕррине тасатĕç, инкеке лекнĕ кайăксене пулăшĕç. Хастарсене пурăнма, ĕçлеме кирлипе туллин тивĕçтерĕç.
Çут çанталăка 54 çухрăма сарăлнă тасамарлăхран çăлма кулленех çĕршыври 25 регионтан 3-шер пин çын хутшăнать.