Понедельник, 28 апреля, 2025
Главная > Публикации > Хамăра валли çĕнни нумай пĕлтĕмĕр

Хамăра валли çĕнни нумай пĕлтĕмĕр

Ветеран… Мĕн тери хисеплĕ ят! Иртнĕ вăхăтра пĕтĕм вăя хурса туслă йышпа ăмăртуллăн ĕçлесе ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунă тата пархатар кÿнĕ çын вăл паянхи кун та хастарлăхпа палăрса тăрать.

Нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕн- чи ветерансен канашĕн ертÿçи Виталий Петров пуçарнипе, ял территорийĕсенчи ветерансен канашĕсен ертÿçисемпе пĕрле Пайкилт тăрăхне çитсе унти ветерансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр.

Хамăра-хамăр киленĕç кÿмесен кам пире савăнтарĕ; Пайкилтри ветерансен канашĕ хăнасене хавас пулчĕ. Вĕсем çăкăр-тăварпа тата хаваслă юрă-ташăпа кĕтсе илни пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Аслă Мами, Пайкилт, Тăрăн ялĕсенчи ветерансем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Чылай çул хушши ветерансен ĕçне унта Валентина Григорьева йĕркелесе пырать. Ветерансен хушшинче вăл чыс-хисепе çĕсе илнĕ.

Ветерансен канашĕ курăмлă ĕçсем туса пырать. Вĕсем çинчен шăпах каласа кăтартрĕ те пухăннисене Валентина Григорьева. Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕ- сене хунă салтаксен ячĕпе лартнă палăксем кашни ялтах пур. Çăва тухсан ветерансем вĕсен таврашне тасатаççĕ, юсаса йĕркене кĕртеççĕ, илемлĕ чечексем лартаççĕ. Юбилярсене тата «ылтăн» туйне паллă тăвакан çемьесене те саламлама манмаççĕ. Клубра тус-тăванĕпе ял-йыша пуçтарса вĕсене хисеп тăваççĕ. Тухса çÿреймен ватăсем патне килĕсене пырса çÿреççĕ.

Ветарансем округ шайĕпе иртекен мероприятисене те хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Этем тени ĕçпе тата çăкăрпа кăна пурăнмасть. Вăхăтран вăхăта ăна çепĕç юрă та кирлĕ. Ветерансем пысăк кăмăлпа «Улах» фольклор ушкăнне çÿреççĕ. Унăн илемлĕх ертÿçи Николай Семенов. Вĕсем чи лайăх юрă-кĕвве хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Çак ушкăн манăçа тухнă уявсене тата йăла- йĕркене çĕнĕрен чĕртсе тăратать.

Ялсенче пултаруллă та хастар ветерансем сахал мар. Вĕсен ячĕсене те асăнăпăр: Алевтина Волкова, Михаил Николаев, Елена Катерисова, Станислав Ильин, Галина Чернова тата ыттисем те. Вĕсем яланах ĕçре пуçарулăх кăтартаççĕ.

Округри ялсенчи ветерасен канашĕн ертÿçисем пайкилтсен ĕçĕнче чылай çĕнĕлĕх пĕлчĕç. Тĕл пулу вăхăтĕнче çавăн пекех Мăкăр ялĕнчи ĕçтеш Леонид Николаевич тата Уçырмари ветерансен канашне ертсе пыракан Галина Михайловна та тухса калаçрĕç. Пухăннисем вĕсен шухăш-сĕнĕвне пысăк хавхаланупа итлерĕç.

Алевтина Волкова краевед, çичĕ кĕнеке авторĕ, Тăрăн ялĕн хисеплĕ çынни хăйĕн малашлăхри ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Клуба пухăннисем «Улах» фольклор ушкăнăн, шкул ачисен юрри-ташшине пăхса киленчĕç. Çи-пуçĕ ытармалла мар вĕсен, питех те çыпăçуллă çĕленĕ.

Ветерансен ĕçлĕ тĕл пулăвне Канаш тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Виталий Петров йĕркелесе пычĕ. Пайкилтсен ĕçне пысăк хак пачĕ, вĕсен ĕçри çĕнĕлĕхĕсемпе ытти ĕçтешĕсем те хастар усă курасса шаннине палăртрĕ.

Пайкилтсем хăнасене кĕтсе илме лайăх хатĕрленнĕ. Пире тутлă апат-çимĕçпе тата техĕмлĕ чейпе хăналарĕç. Вĕсен юрри-ташши те савăнтарчĕ. Вырăнти ял территорийĕн ертÿçи Вероника Владимирова Пайкилт тăрăхне килсе курнăшăн хăнасене тав турĕ, кулленхи ĕçре çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80-мĕш юбилей çулталăкне ырă ĕçсемпе кĕтсе илме каларĕ.

Ольга ТЕРЕНТЬЕВА,

Галина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *