Вăтакас Кипеч ялĕнче хоккей енĕпе уçă турнир иртнĕ. Ăна ялти шкулта хоккей вăййине йĕркелесе янă ăстасене халалланă.
Пăр çине Канаш тăрăхĕнчи тăватă ушкăн тухнă. Вăтакас Кипеч ялĕнчи «Гранит» пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Анат Сурăм ялĕн команди иккĕмĕш пулнă. Энтрияльсем виççĕмĕш вырăна тухнă.
«Килти» пăр хальхи вăйăра та вырăнти ушкăна ырă витĕм кÿни палăрнă.