Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Хĕлип куккан фронтри çулĕсем

Хĕлип куккан фронтри çулĕсем


Вăхăт хăвăрт шăвать. Çул хыççăн çул иртет. Анчах кăна шкула чупаттăмăр, ĕçлĕ кунсем те хыçа юлчĕç. Халĕ хам та кичемлĕх ытамĕнчи тивĕçлĕ канури кунсенче вăхăта ирттеретĕп. Иртнĕ хаваслă ĕçлĕ кунсене, пурнăçри манăçми самантсене тăтăшах аса илетĕп те пурнăç иртсе пынине туйса чун хурланать.
Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ май хамăн пурнăçра тарăн йĕр хăварнă çывăх çынсем çинчен вулакансене çырса пĕлтерес терĕм.
Эпир килте улттăн пурăннă, анне, икĕ пичче тата кукамайпа кукаçи. Ун чухне кашни çемьерех нумай çын пулнă. Эпĕ кĕçĕнни пулнă май вĕсем мана кашни хăйне май юрат-нă, итлемесен ятлани те пулнă.
Пирĕн пата юнашар ялсенче пурăнакан тăвансем пырса çÿретчĕç, эпĕ уйрăмах Шăхаль ялĕнче пурăнакан Хĕлип куккапа Элекçей кукка килессе кĕтеттĕм. Вĕсем пирĕн пата кĕрсе тухсассăн ăмăр çанталăк та çуталса кайнăн туйăнатчĕ, хĕвел те ăшшăнрах пахăтчĕ тейĕн.
Хĕлип кукка _ Элекçей куккан ывăлĕ. Элекçей кукка манăн кукамайăн Евдокия Никандровнан ?1887-1960 ç.ç./ шăллĕ, вăрçă инваличĕ пулнă.
Алексеев Филипп Алексеевич ?1921-2016 ç.ç./ Мускав, Калуга, Брянск тăрăхĕпе Ленинград çинчен мĕн те пулин хаçатра вуласан е радиопа итлесен кашнинчех хăйĕн çамрăк чухнехи инçете тăрса юлнă çулĕсене аса илетчĕ.
1941 çулхи сентябрь уйă- хĕн вĕçĕнче тăшман çарĕ Мускав еннелле тапăнса килнĕ. Çав çулах раштав уйăхĕнче совет çарĕсем контрнаступление куçнă, каярахпа пĕтĕмĕшле наступлени пуçланă. Унта, Мускав çывăхĕнче, çыхăнăвăн стрелоксен взвочĕн командирĕ çирĕм çулхи Филипп Алексеевич Алексеев пĕрремĕш хут çапăçăва хутшăннă. Контузи илнĕ, каярах сипленнĕ.
1942 çулхи январьтен пуçласа çыхăнăвăн уйрăм ротин Мускаври 1103-мĕш полк старшинин шăпи Калуга тата Брянск облаçĕсемпе çыхăннă пулнă. Мартăн 26-мĕшĕнче вăл унта иккĕмĕш хут йывăр аманнă, Ташкент хулинче выр- наçнă эвакогоспитальте сип-леннĕ. Июнĕн 26-мĕшĕнче ăна саппаса янă. Филипп кукка 1936 çулта Çĕрпÿ хулинчи педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă пулнă, вăрçă çулĕсенче икĕ çул Шăхальти пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ.
1944 çулхи июнь уйăхĕн- че вăл виççĕмĕш хут Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне тăнă. Ку хутĕнче вăл Ленинградри юхан шыв çыранĕн хуралне лекнĕ. Çав çулхине çулла пирĕн çарсем хулан çурçĕр енче нимĕçсен стратеги группировкине çапса аркат- нă. Ленинграда çурçĕр енчен хăрушлăх кÿрессине пĕтернĕ. Унчченхи йывăр сурансем хăйсем çинчен аса илтерсех тăнă, Филипп Алексеевича 1944 çулхи сентябрьте саппаса янă.
Фашистла нимĕç захватчикĕсене хирĕç пынă çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 3-мĕш степеньлĕ Мухтав, 1-мĕш степеньлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе, «Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе, мирлĕ вăхăтра _ юбилей медалĕсемпе наградăланă.
Вăрçă инваличĕ Филипп Алексеев вăрçă хыççăн тĕрлĕ çулсенче «Гигант» колхоз бригадирĕ, ялпо заведующийĕ, Шупашкарти трикотаж фабрикинче çар йĕркипе ĕçлекен хурал начальникĕ, Канашри 22-мĕш СПТУ коменданчĕ пулса ĕçленĕ.
Филипп Алексеевичпа унăн мăшăрĕ Екатерина Павловна пилĕк ача пăхса ÿс- тернĕ. Пурте вĕсем хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă. Ывăлĕ Николай ?1944-2022 ç.ç./ «Нива» ЯХПКра механизатор ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Рена И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Мускаври чукун çул управленийĕнче тăрăшнă, халĕ тивĕçлĕ канура. Галя _ Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче математика учителĕ, Римма _ Шăхальти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ, Руфаина _ бухгалтер пулнă, халĕ тивĕçлĕ канура.
Екатерина Павловна ?1925-2011 ç.ç./ хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăнтарнă, Шăхальти сĕт-çу ферминче доярка, кайран ферма заведующийĕ пулнă. Ăна патшалăх наградисем парса пĕрре мар чыс тунă.
Николай Филипповичпа унăн мăшăрĕн Галинăн икĕ ача. Ывăлĕ Володя çурçĕрти пĕр хулара çемйипе пурăнать. Хĕрĕ Валентина Шуркасси ялĕнче тĕпленнĕ.
Ренада Филипповнапа Владимир Петрович Татьянăпа Александăра кун çути парнеленĕ. Александр ашшĕ пекех çар çынни пулнă, халĕ тивĕçлĕ канура.
Галина Филипповнапа Анатолий Васильевичăн виçĕ ача. Иккĕмĕшĕ, Алена, вăл _ акушер-гинеколог. Алексей _ «Элара» заводра пĕр участок пуçлăхĕ. Кĕçĕнни Андрей та пĕр организаци пуçлăхĕ пулса тăрăшать. Вĕсем пурте Шупашкар хулинче пурăнаççĕ.
Руфиана Филипповнапа Владимир Васильевичăн та виçĕ ача. Сергейпа Денис шоферсем, Василий _ инженер. Денис _ Мускавра, ыттисем Шупашкарта пурăнаççĕ.
Филипп Алексеевичпа Екатерина Павловнан 17 мăнук.
Эпĕ пĕчĕк пулнă чухне кĕтнĕ çынсем Элекçей куккапа Филипп кукка тепĕр чухне пирĕн пата кĕрсе тухатчĕç. Мана пылак çимĕçсемпе тетрадьсем тата тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем парса савăнтаратчĕç.
Элекçей кукка тивĕçлĕ канăва тухсан та Канашри кондитер фабрикинче ĕçленĕ. Вăл питĕ шÿтлеме юрататчĕ, кукамай та çавăн пекех шÿтпе туслă пунă.
Вĕсем хăйсен вăрçă çулĕ- сене аса илетчĕç. Манăн кукаçи, Александров Иван Александрович, кукама- йăн иккĕмĕш упăшки пулнă. ?Пĕрремĕш мăшăрĕ полкри штаб писарĕ пулнă, пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пĕр тан мар çапăçура вилмеллех аманнă/. Кукаçи пермаях 25-мĕш Чапай дивизийĕ çинчен каласа парса макăратчĕ. Çырса илмен çав каланисене, маннă. Вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксене стройпа утма вĕрентнине тата çар техники упранакан склада тăшмансен пĕр ушкăнĕ тапăнсан, вĕсене тĕп туни çинчен каласа пани çеç асра юлнă.
Вĕсен кашнин çутă сăнарĕ халĕ те асăмра. Пысăк тав вĕсене Çĕнтерÿшĕн!
Юрий НИКИТИН,
обществолла
корреспондент

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *