Канашри культура керменĕ хăйĕн пултарулăх ушкăнĕсемпе яланах палăрса тăнă. Вĕсенчен улттăшĕ «Халăхăн» ятне çĕнсе илнĕ.
Нумаях пулмасть вокалистсен «Россияночка» Халăх ансамблĕ 50 çулхи юбилейне паллă тунă. Çавна май юрăçсем Канашра пысăк концерт лартса панă. Сцена çинче вĕсене округ пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чысланă.
Пĕлме, «Россияночка» пултарулăх ушкăнне 1975 çулта Анатолий Клоков йĕркелесе янă. Хальхи вăхăтра ăна Вера Кашинская ертсе пырать. Вырăнти артистсем канашсене хăйсен пултарулăхĕпе тĕрлĕрен уявра тăтăшах савăнтараççĕ, концертсемпе ытти вырăна та тухса çÿреççĕ.