Канаш хулинче пурăнакан Михайловсем хăйсен «жемчуг» туйне паллă тунă.
Александр Анатольевичпа Эльвира Петровна 30 çул каялла çемье çавăрнă. Телейлĕ мăшăр икĕ ачине пурнăç парнеленĕ. Ывăлĕ Дмитрий тата хĕрĕ Кристина ашшĕпе амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ.
ЗАГС пайĕнче Александр Анатольевичпа Эльвира Петровна пĕр-пĕрне малашне те çирĕп юратса пурăнасси çинчен тупа тунă. Унтан мăшăрсен илемлĕ ташшине ташланă.
Михайловсене тулли телей сунатпăр, çемьере вĕсен яланах килĕшÿ хуçалантăр.