Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çарпа спорт вăййи иртнĕ

Çарпа спорт вăййи иртнĕ


Атнаш шкулĕнче çарпа спорт вăййи «Зарничка» иртнĕ. Унта кĕçĕн класра вĕренекен çамрăк армеецсен икĕ отделенийĕ тупăшнă. Ăмăртăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çывхарнине халалланă.
«Зарничка», отделенисен командирĕсем тĕп судьяна _ Вячеслав Касьянова вăййа хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернипе пуçланнă. Унтан «Аслати» тата «Çиçĕм» ушкăнсем çине пайланнă ачасем противогаз тăхăнса марш-бросок чупнă, танк евĕр кÿлепе çине гранатăсем ывăтнă, саперсем минăсене тупса юрăхсăра кăларнă. Çамрăк армеецсем «амăннă» юлташĕсене çунасем çине хурса «çапăçу хирĕнчен» туртса тухнă. Ăмăрту пĕр-пĕрин позицийĕ çине атакăпа кайнипе вĕçленнĕ.
«Зарничкăра» «Аслати» 24 очко пухнă, «Çиçĕм» тупăшăва 22 очкопа вĕçленĕ. Çамрăк армеецсем ума лартнă тĕллеве пурте тивĕçлипе пурнăçланă.
Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *