Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > АПК ветеранĕсем канашланă

АПК ветеранĕсем канашланă

Канаш тăрăхĕнче АПК ветеранĕсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕн çумĕ Николай Белов та хутшăннă. Пĕрлехи канашлу çинчен АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Долгов каласа парать:

_ Ял хуçалăх отраслĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсемпе эпир кашни кварталтах тĕл пулма тăрăшатпăр. Унта хамăр туса ирттернĕ ĕç- хĕле пĕтĕмлететпĕр тата малашлăхри тĕллевсене палăртатпăр. Ветерансен ĕçне хак пама хальхинче муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Николай Белов та кăмăл турĕ. Николай Иванович пуçтарăннисене Канаш тăрăхĕн çитес вăхăтри аталану çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ, хисеп- лĕ ватăсене общество ĕçĕнче халĕ те пысăк хастарлăх кăтарт- нăшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх тата иксĕлми вăй-хал сунчĕ. Канашлура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çывхарнине халалласа пурнăçа кĕртмелли ĕçсен планне те тишкерсе тухрăмăр. Çавна май кашни ялтах пĕр килтен фронта виçĕ е тăватă салтак тухса кайнă çуртсен стени çине асăну хăмисем вырнаçтарма йышăнса хăвартăмăр. Асăну хăмине  çавăн пекех Чакаç ялĕнче çуралса ÿснĕ Тимофей Ахазова халалласа та уçас тĕллев пур. Тимофей Аркадьевич 1957 çултан пуçласа 1967 çулччен Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумне ертсе пынă. Çак тапхăрта вăл пирĕн республикăшăн тата тăван тăрăхшăн ыррине тата пĕлтерĕшлине нумай туса хăварнă. Шупашкарта унăн ячĕпе урам та хисепленсе тăрать. Канаш тăрăхĕнче пирĕн ку енĕпе çитменлĕх пур. Çавăнпа эпир ку енĕпе хастар ĕçлесе паллă ентешĕмĕрĕн ятне кăçал çакнашкал сăвап тăвасшăн. 

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *