Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçа хутшăннă паттăрсем пирки сăмах пуçарнă май 1925 çулта çуралнă çĕршыв хÿтĕлевçисем пирки каласа хăварас килет. Пуриншĕн те паллă, пурнăç уйрăмах çамрăк чухне илĕртÿллĕ, хитре. Анчах çав ÿсĕмри каччăсен юратнă хĕрĕпе шурăмпуç киличчен шăпчăк сассипе киленсе ларма май килмен. Ар çулне кĕрсе çитнĕ-çитмен вĕсен салтак шинелĕ тăхăнма тивнĕ.
Акă мĕнле уçса панă вĕсен хурлăхлă шăпине поэт тата юрăçă Булат Окуджава:
Ах, война, что ты сделала, подлая:
Стали тихими наши дворы.
Наши мальчики головы подняли –
Повзрослели они с той поры,
На пороге они помаячили
и ушли за солдатом – солдат…
Тухса кайнисенчен каялла миçен каялла таврăннă-ши? Вуннăран-çирĕмрен пĕрре е тата та сахалтарах? Çавсенчен пĕри – Сильвестр Артемьев автоматчик. Вăл 1925 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Канаш районне кĕрекен Вăтакас Татмăш ялĕнче çуралнă. Вăрçă тухнă çул вунулттă тултарнă. Тулли мар вăтам шкул пĕтерсен Канашри вăтам шкулта вĕреннĕ. Унта кайса килме 40 çухрăм утмалла пулнă.
Вăрçă вĕсен çемйине хăрушшăн пырса çапнă. Артемий Семенович кил хуçипе унăн виçĕ ывăлĕ пĕрремĕш çулах фронта тухса кайнă, вĕсем хыççăн Сильвестр та салтак тумĕ тăхăннă.
Ялти тантăшĕсем ăна шÿтлесе Çилвĕр тесе чĕннĕ. Вăйлă та правур ача пулнă вăл. Çамрăклах колхоз ĕçне хутшăнма пуçланă, юлташĕсем хушшинче тĕрлĕ вăйă йĕркелекен те вăлах пулнă. 1943 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче ăна та салтака илеççĕ, Горький облаçĕнчи Гороховец хулинчи пехота училищине вĕренме яраççĕ. Нумай та вахăт иртмест курсантсене ППШ йышши автоматсем тыттараççĕ те Курск пĕкки патне илсе каяççĕ. Вăтакас Тат-мăш каччи çакăнта пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрет. 1943 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче ăна йывăр амантаççĕ. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн Артемьев автоматчик каллех салтаксен ретне тăрать, пĕрремĕшпе иккĕмĕш Белорусси фрончĕсен йышĕнче çапăçать. Çĕнтерĕве хăвăртлатас тесе пирĕн салтаксем нимĕç çарĕсене пĕр вĕçĕмсĕр хăвалаççĕ. Çамрăк салтак та тăшманпа паттăррăн çапăçать, хĕрÿ тытăçусене вăл чи малтан кĕрсе каять. Ăна тăватă хутчен амантаççĕ, 1944 çулхи çапăçусемшĕн «Хастарлăхшăн» медаль пама тăратаççĕ, наградăна госпитальте сипленнĕ чух пырса параççĕ.
Вăл мĕнле чĕрĕ юлнине тĕлĕнтермĕш теме те пулать. Хирургсем ăна темиçе хутчен те операци тăваççĕ, кĕçех вăл курма та, илтме те пуçлать, сăмахăн-сăмахăн тепĕр хут калаçма вĕренет. Тăван ялне таврăннă хыççăн вăл виçĕ çул хушши Канашри çар госпиталĕнче сипленет.
Анчах çамрăк салтак, вăрçă инваличĕ, ĕçсĕр ларма килĕшмест. Колхоз правленийĕ ăна Вăрнарти ял хуçалăх шкулне вĕренме ярать, унтан вăл агроном специальноçне илсе таврăнать, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра агроном, председателĕн çумĕ пулса ĕçлет.
Сильвестр мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Çав çулсенче Канашра учительсен институчĕ ĕçленĕ. 1950 çулта фронтовик унта кĕме заявлени çырса парать. Студент ятне вăл çÿлте тытма тăрăшать, тавракурăмĕ – анлă, вĕренÿре – малтисен шутĕнче, обществолла ĕçсене те чунне парса пурнăçлать, стена хаçачĕ кăларса тăрать. Институт директорĕ Д. Шуверов ун ятне ялан ырăпа асăнать.
Анчах Сильвестра темле майпа вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестатсăрах вĕренме илнĕ. Çакна йышăну комиссийĕнче ял хуçалăх шкулне пĕтерни çинчен калакан свидетельствона аттестатпа пăтраштарнипе ăнлантарма пулать. Тахăшĕ çакăн пирки «кирлĕ çĕре» пĕлтернĕ. Ним те тăваймăн, фронтовикăн студент билетне тавăрса пама тивет, ăна инструкци хушнине пăхăнса экзамен тытакансен списокĕнчен кăлармалла. Анчах институт ертÿçи урăх çул суйласа илет. Вăл РСФСР Çутĕç министерствине çырупа тухать, унта пăтăрмах пирки йĕркипе ăнлантарса парать. Кĕçех Мускавран хурав çитет. 1952 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче В. Арсентьев министр çумĕ алă пуснă çырура çапла каланă: «РСФСР Çутĕç министерстви Сире институтран вĕренсе тухни çинчен калакан диплома С.А. Артемьева пама ирĕк парать, вăл ял хуçалăх шкулне пĕтерни çинчен калакан свидетельствона аттестат вырăнне йышăнас».
Фронтовикĕн ĕмĕчĕ тинех çитнĕ, вăл 22 çулта вĕрентекен пулса тăнă, Сиккасси, Катек, Вăтакас Татмăш шкулĕсенче хими тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ, завуч пулнă, ĕçленĕ хушăрах хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕ, 1954 çулта вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен кĕретсĕр майпа вĕренсе тухнă. Учитель-фронтовик хăй вĕрентнĕ ачасем кам пулса тăни пирки пирки каласа пама юратнă. Вĕсем хушшинче Ю.М. Артемьев профессора, Çĕрпÿ районĕнчи совхоз директорне Л.Т. Иванова, Шупашкарти предприяти директорне Н. Львова тата ыттисене асăннă. Вăл Т.И. Иванов-Таçук «капкăнçăпа» туслă пулнă, ун сăвви-калавĕсене аса илсе калаçăва шÿтпе илем кĕртме кăмăлланă.
Ун пурнăçĕнче йывăр самантсем татах пулнă. 1970 çулта юратнă мăшăрĕ Нина Ивановна вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. 1973 çулта Китай чиккинче пĕртен-пĕр ывăлĕ Владимир пуçне хунă. Светлана хĕрĕ тата Наташа мăнукĕ ăна виличченех пулăшса тăнă.
С.А. Артемьев пурнăçран 2003 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче уйрăлса кайнă. Ăна ялти масар çине мăшăрĕпе юнашар пытарнă.
Учитель-салтак пуш сăмах çаптаракансене, тĕрĕслĕхе таптакансене чунтан курайман, вĕсене тăрă шыв çине кăларма тăрăшнă. Пĕррехинче вăл вĕсемпе тавлашса кайнă та пуçĕ çаврăнса кайнипе çĕре кайса ÿкнĕ. Паллакансем ăна Шупашкарти А. Николаев паркĕ çумĕнчи хăй пурăнакан çурта илсе çитернĕ, васкавлă пулăшу машини чĕнтернĕ. Анчах çакăн хыççăн вăл ура çине тăрайман.
Александр АСЛУТ,
журналистика ветеранĕ.
4.07.2005.
Пичете Валерий АЛЕКСИН хатĕрленĕ.