Канашри культура керменĕнче Геннадий Захаров ÿнерçĕ ертсе пыракан пултуралăх ушкăнĕн куравĕ ĕçлесе кайнă. Унта алла яхăн картина вырнаçтарнă. Сăрă ăстисен йышĕнче Канаш тăрăхĕнчи сусăрсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анатолий Семенов та пур. Вăл 100 ытла картина авторĕ. Анатолий Семенович курав çинчен каласа парать:
_ Нумаях пулмасть Канашри культура керменĕнче вырăнти ÿнерçĕсен куравне уçрăмăр. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çывхарнине тата Канаш хулин 100 çулхи юбилейĕ тĕлне халалласа йĕркелерĕмĕр. Вĕсем çинче Çавал тăрăхĕн- чи илемлĕ вырăнсене, ятарлă çар операцийĕнчи тытăçу саманчĕсене курма пулать. Çак курав Ухман шкулĕнче ачасене хитре ÿкерме вĕрентекен Геннадий Захаров художник ертсе пынипе ĕçлесе кайрĕ. Курав çынсене _ манăн, Леонид Петровăн, Елена Васильеван, Татьяна Макарован тата Ухман шкулĕнче вĕренекен ачасен паллăрах ĕçĕсемпе паллаштарать. Курав культура керменĕн фойинче çулталăкĕпех ĕçлĕ, унти картинăсене вăхăт иртнĕ май улăштарсах тăрăпăр. Пирĕн ĕçсем çавăн пекех ытти районсенче йĕркеленĕ куравсенче те хăйсен вырăнне тупнă.