Мăкăр ялĕн клубне кашни кунах çынсем хаваспах пухăнаççĕ. Кунта алă ăстисен кружокĕсем ĕçлеççĕ.
Çынсем вĕтĕ шăрçасенчен чă-ваш эрешĕсем çыхма, чăваш тĕрри тĕрлеме вĕренеççĕ, ÿсекен ăру валли тухья-хушпу хатĕрлеççĕ, репетицисем иртеççĕ.
«Туслăх» фольклор ушкăнне çÿ- рекенсем çĕнĕ юрăсем вĕренеççĕ, малтан вĕреннисене аса илеççĕ. Çывхарса килекен уяв ячĕпе ял-йыша концертпа савăнтарма хатĕрленеççĕ. Иван Павлов тата Вероника Иванова купăсçăсем тăрăшнипе хавхалансах репертуара пуянлатаççĕ. Шухăш-ĕмĕт пысăк, кăмăл çĕкленÿллĕ, палăртнă ĕçсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр.
Вероника ИВАНОВА