Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Патриотизм тематикипе çыхăнтарнă

Патриотизм тематикипе çыхăнтарнă

Маяк ялĕнчи клуб çумĕнче «Маяксем» театр ушкăнĕ ĕçлет. Унта çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе ял халăхне тăтăшах савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть вырăнти артистсем сцена çине çĕнĕ спектакльпа тухнă. Пултарулăх ушкăнĕнче тĕрлĕрен кăткăс роле калăплакан Алина Малова вырăнти артистсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать:

_ Пирĕн ялти театр ушкăнĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех йĕркеленнĕ. Унтанпа вырăнти артистсен йышĕ темиçе хутчен те çĕнелнĕ. Хальхи вăхăтра ялти театр ушкăнне клуб заведующийĕ Галина Сергеева ертсе пырать. Унта, пушă вăхăта усăпа ирттерме тăрăшакан, вырăнти хастарсем çÿреççĕ. Эпир кĕске тапхăрта виçĕ спектакльпа алла яхăн кĕске сценкăсем лартрăмăр. Вĕсемпе кÿршĕ ялсене те çитсе килтĕмĕр. Кăçал, тĕллевлĕ çулталăксене халалласа, хамăрăн репертуара патриотизм тематикипе çыхăнтарас терĕмĕр. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне ял халăхне «Эпир Çĕнтеретпĕрех!» спектакль лартса патăмăр. Ăна паллă писатель тата журналист Владислав Николаев çырнă. Пирĕн пултарулăха ял çыннисем хапăл туса йышăнчĕç. Çавна май Пĕтĕм Тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ тĕлне те ялти клубра спектакль пулĕ. Ăна та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çывхарнине халаллăпăр. Паянхи кун клубра хĕрÿ репетицисем пыраççĕ. Пирĕн пултарулăхпа паллашас текенсене, эпир, хамăр патăмăрта пурне те курма хавас.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *