Вăтапуç тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Федоровпа Алексей Кужаков ятарлă çар операцийĕн- че çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Иккĕшĕ те вĕсем фронта мобилизаципе лекнĕ. СВО пынă тапхăрта пирĕн паттăрсене патшалăхăн пысăк наградисене парса чысланă.
Сергей Вячеславович Чăваш наци полкĕн йышĕнче тăрать. Вăл взвод командирĕн çумĕ, 1-мĕш оруди ертÿçи. Унăн служба малти линире иртет. Çар задачисене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн пирĕн ентеше Жуковăн медалĕпе наградăланă.
Вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн Жуковăн медальне Алексей Георгиевич та тивĕçнĕ. Тăван çĕршыв умĕнче хăрушлăх сиксе тухсан вăл та айккинче юлман, Раççей салтакĕсемпе пĕрле тăшмана хирĕç кар тăнă.
Вăтапуç тăрăхĕ паттăр ентешсемпе чăннипех те мăнаçланать. Вĕсем тăван тăрăха Çĕнтерÿпе чĕрĕ-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. Сергей Федоровпа Алексей Кужаковăн çарти мăнаçлăхĕ çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Ксения НИКИФОРОВА