Пĕтĕм Раççейри «Паттăр партти» проекта Канаш тăрăхĕнче çирĕп тытса пыраççĕ. Нумаях пулмасть унта Катек шкулĕ те хутшăннă.
Паттăр парттине, катексем, Роман Ивановпа Александр Скрипкина халалласа уçнă. Вĕсем иккĕшĕ те, иртнĕ çулта, ятарлă çар операцийĕнче çар задачине пурнăçланă чухне паттăрла пуçĕсене хунă. Паттăр парттине уçма Канаш тăрăхĕнчи депутат Сергей Иванов та хутшăннă. Сергей Сергеевича сăмах паратпăр:
_ Паттăр партти хушшине пуçласа ларма Роман Романовичăн ывăлĕсене _ Мишăпа Максима ирĕк пачĕç. Çак партта хушшине ларнă май, ачасем, унăн пĕлтерĕшне лайăх ăнланаççĕ, вăл _ пирĕн ентешсен мухтавĕ- пе паттăрлăхне яланах асра тытма пулăшĕ.
Çав кунах Катек шкулĕнчи çамрăк армеецсен йышĕ те хушăнчĕ. Çĕршыв патриочĕ- сен йышне унта пиллĕкĕмĕш класра вĕренекенсене илчĕç. Ачасем, хăйсен енчен, Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çи- тĕнме тупа турĕç.

