Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Чăваш Енре çуралса ÿснĕ Андрей Буйлова Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Геройĕн ятне панă.
Андрей Александрович _ генерал-майор, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, Суворовăн çар училищинче пĕлĕвне ÿстернĕ. Халĕ вăл мотострелоксен бригадин командирĕ. Бригадăри 9 çар çынни Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

