Синоптиксем малтанласа пĕлтернĕ тăрăх пуш уйăхĕ сивĕ тата юрлă пулĕ. Çапах та çанталăк 2008 тата 2013 çулсенчи пекех сивĕ тăмĕ. Ун чухне вăтам температура 8-9 градус таран сивĕ пулнине шута илнĕ.
Кăçал пуш уйăхĕнче вăтам температура 6,5 градуспа танлашмалла. Нÿрĕк виçи ытти чухнехинчен кăшт нумайрах пулĕ. Çил ытларах чухне çурçĕр енчен вĕрĕ. Уйăхăн пĕрремĕш декадинче циклон хуçаланĕ, юр хулăнăшĕ 20 сантиметртан та иртме пултарĕ. Пушăн юлашки кунĕсенче çуркуннехи çанталăк килсе çитĕ.