Канаш тăрăхĕнчи Геннадий Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕн тренер-преподавательне Владимир Боголюбова «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеп- лĕ ят панă.
Владимир Арсентьевич Шăхасан салинче пурăнать, вырăнти спорт шкулĕнче ачасене ирĕклĕ мелпе кĕрешме вĕрентет. Ăста тренер Европа тата Тĕнче шайĕнчи чемпионсене хатĕрленипе палăрса тăрать. Ун патĕнче кĕрешÿ енĕпе пĕрремĕш ăсталăх илнĕ Вероника Чумикова паянхи кун спортра уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тăвать.

