Çеçпĕл çĕрĕ телейлĕ мăшăрсемпе пуян. Вĕсенчен пĕринпе паллашар-ха паян.
Аллă çул алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе, ачасен çитĕнĕвĕпе, мăнуксен ăшăлăхĕпе савăнса пурăнаççĕ Владимир Ильич тата Зинаида Васильевна Ефимовсем. Нумаях пулмасть вĕсен çав тери хумхануллă самант – ылтăн туй, пĕрлешнĕренпе шăп та лăп 50 çул çитрĕ!
Аллă çул!!! Калама çеç çăмăл, тĕплĕнрех шухăшласан – тĕлĕнмелли пайтах. Эпир тĕлĕнместпĕр, эпир савăнатпăр çеç Владимир Ильичпа Зинаида Васильевна ылтăн туй кĕрлеттермелли куна пĕр харăссăн утса çитнишĕн.
Çав тери сăпайлă та ăш пиллĕ çынсем Ефимовсем. Ĕçчен те вăр-вар, тăрăшуллă та хастар, тараватлă та кăмăллă мăшăр вĕсем. Çемье пуçĕ, Владимир Ильич, пĕтĕм пурнăçне тăван Çеçпĕл çĕрĕпе çыхăнтарнă – мĕн шкул çулĕсенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех тракторист-машинист, яланах малтисен ретĕнче тар юхтарса ĕçлекен комбайнер, колхозри склад заведующийĕ тата тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсем тума ÿркенмен ĕçчен пулса тăрăшнă. Канма юратман вăл, çавăнпа пулинех ăна Çеçпĕл ялĕнчи ача пахчинче ĕçлеме те шанса панă. Унтанах вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн ĕçчен аллисем нимĕнле ĕçе те тиркемен.
Çынна ĕçне кура хисеп- леççĕ, Владимир Ильича та пур ĕçре те яланах ырăпа çеç хакланă _ унăн пысăк хисепе тивĕçлĕ хутсемпе Тав çырăвĕ- сем питĕ нумай! Вăл хăй вара тав хучĕсемпе çырăвĕсене çав тери типтерлĕн упрать, нихăçан та мухтанмасть, «Пире аттепе-анне ĕçре пиçĕх- терсе ÿстернĕ»,_ теет çеç.
«Киле май кинĕ»,_ тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Ĕçчен те сăпайлă хĕре мăшăр тума суйласа илнĕ Владимир Ильич. Зинаида Васильевна Малтикас хĕрĕ. Ефимовсен килне вăл телей те ăнăçу, ăш пиллĕх те юрату, ăшă кулă та тирпейлĕх илсе килнĕ. Шупашкарта ĕçлекенскерĕн чунĕ яланах ялаллах туртăннă, Шăхасан больници те чуна лăплантарман. Çавăнпа та вăл 1979 çулхи январь уйăхĕнче Çеçпĕлти ача пахчинче ачасемпе ĕçлеме тытăнать, вĕсене тумланма та, шăнăрук çыхма та, пушмак тăхăнма та, сăмса шăлма та, урамра такăнса ÿксен макăрмасăр тăма та – пурне те вĕрентме пулăшать. Ачасене питĕ юратса пăхнă Зинаида Васильевна. Паян кун та нумайăшĕ Зинаида Васильевнăна курсан аякранах пуç тайса сывлăх сунаççĕ, ăшшăн ыталаса илеççĕ. Ăш пиллĕ хĕрарăмăн куçĕнчен вара, хăйне хисепленĕшĕн, савăнăç куççулĕ тухать.
Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 1979 çултан пуçласа 2012 çулччен ĕçлет Зинаида Васильевна ача пахчинче. Тăрăшса ĕçленĕшĕнех ĕнтĕ ăна «Ударник социалистического труда» медальпе чыслаççĕ. Тав хучĕсем те унăн сахал мар. Вăл вара, хăйне садикре пăхнă ачасем хирĕç пулсан ăшшăн йăл кулса ыталани, чи пысăк хисеп тесе шутлать.
Ефимовсен икĕ ывăл та пĕр хĕр. Пурте пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ, ашшĕ-пе амăшĕн ятне ямаççĕ. Тăрăшса ĕçлеççĕ, пысăк хисепсене тивĕçеççĕ, Зинаида Васильевнăпа Владимир Ильича мăнуксемпе савăнтараççĕ. Мăнукĕсем вара вĕсен пиллĕкĕн. Кирек епле ашшĕпе амăшĕ те ачисем пурнăçра тивĕçлĕ те ăнăçлă пурăнсан çав тери савăнаççĕ. Ефимовсен те савăнăç куç тулли: аслă ывăлĕ – Александр Владимирович, аслă пĕлÿ илнĕ, вăл Шупашкарти чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ, историпе географи учителĕ пулса Çеçпĕл тата Шăхасан вăтам шкулĕсенче ĕçленĕ, «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» конкурс çĕнтерÿçи те пулнă, хальхи вăхăтра юрист пулса ĕçлет. Çемьеллĕ, çирĕп те хисеплĕ çемье пуçĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Вячеслав Владимирович анлă курăмлă, çирĕп чунлă, сыхлавçă, салтак тивĕçне Кавказра пурнăçланă, ГКЧС Чувашии пушар пайĕн- че ĕçленĕ, çемьеллĕ. Шел, сарăмсăр вилнĕ. Вячеславăн Тав хучĕсемпе хисеп хучĕсем çав тери нумай.
Кĕçĕнни вара _ чиперук Алина. Вăл та анлă тавра курăмлă, аслă пĕлÿллĕ, хăй ĕçне пĕлекен ĕçчен. Ĕçре пысăк хисепре, çемьере юрат-нă мăшăр, ачасемшĕн çутă тĕслĕх.
Çапла вара, Ефимовсем _ телейлĕ мăшăр: пÿрт те хăпартнă вĕсем, йывăç та тем чухлех лартнă пĕрле, ачасем те ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă – пурне те çак аллă çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурнăçланă.
Мĕнле маттур та Çеçпĕл таврашĕнчи пысăк чыса тата хисепе тивĕçлĕ мăшăр вĕт-ха вĕсем! Телей те юрату, çирĕп сывлăх та вăрăм ĕмĕр сире, хаклă Владимир Ильич тата Зинаида Васильевна!
Елена ФИЛИППОВА,
Çеçпĕл ял
территорийĕнчи
ветерансен канашĕн ертÿçи